8953 | «Тутарла тӑвар каланӑ, ҫу каламан», — тесе каланӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8749 | Акӑлчан акман ҫӗрте те вырса илет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8750 | Акӑлчан кӑмӑлӗ — акман тырӑ хӑмӑлӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8751 | Арабсем те арлӑ йӑх, мӑкшӑсем те мӑшӑрлӑ йӑх. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8752 | Атӑл урлӑ каҫсассӑн ҫармӑса та ӑс кӗнӗ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8753 | Вӑл вырӑс ҫав теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8754 | Вӑрман та пӗр тикӗс мар, халӑхсем те пӗр тан мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8755 | Вирьял вир пӑттишӗн тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8756 | Вирьял халӑхӗ — вӑрман халӑхӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8768 | Вырас куҫӗ — выҫӑ куҫ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8762 | Вырӑс — вырӑсла, тутар — тутарла. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8779 | Вырӑс — ҫырӑ, кӑмӑлӗ — ырӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8781 | Вырӑс — турӑшпа, тутар — тупӑшпа. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8757 | Вырӑс авалтан вышкай. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8758 | Вырӑс вӑйпа илет, тутар туртса илет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8759 | Вырӑс виҫҫӗ чӑтать, тӑваттӑмӗшӗпе хӑй хуҫать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8760 | Вырӑс вырӑн шырать, тутар тупӑш шырать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8761 | Вырӑс вырӑсла пӗлмест, чӑваш чӑвашла пӗлмест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8763 | Вырӑс кайрӗ — вырӑн юлчӗ, ирҫе кайрӗ — ирӗк юлчӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8764 | Вырӑс кайрӗ — вырӑн юлчӗ, тӑван кайрӗ — хуйхӑ юлчӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8765 | Вырӑс кайрӗ вырӑн юлчӗ теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8766 | Вырӑс кайсан — вырӑн юлать, майри кайсан — майлӑ пулать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8767 | Вырӑс курсан вӑрмана, кашкӑр курсан катана, упа курсан килелле. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8769 | Вырӑс пирне вилсен тӑхӑнаҫҫӗ, чӑваш пирне пурӑннӑ чух тӑхӑнаҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8770 | Вырӑс сивви — нимӗҫсене вилӗм кӗвви. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8771 | Вырӑс сивви тимӗр хуҫать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8772 | Вырӑс ҫӗрӗ нихҫан та паттӑрсӑр пулман. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8773 | Вырӑс ҫитмен вырӑн ҫук. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8774 | Вырӑс ҫын — ырӑ ҫын. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8775 | Вырӑс ҫынни вырӑнлӑ калаҫать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8776 | Вырӑс ҫыннин ӑс хуранӗ пысӑкрах. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8777 | Вырӑс ҫыннин кӑмӑлӗ ырӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8778 | Вырӑс ҫыннине вырӑсла апатра ӑс кӗрет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8780 | Вырӑс ҫыру — хут ҫинче, чӑваш ҫыру — тӗр ҫинче. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8782 | Вырӑс Турри вырӑс майлӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8783 | Вырӑс умӗнче выртса макӑрсан та усӑ ҫук. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8784 | Вырӑс чӑтать-чӑтать те, пӗр вӗҫерӗнсен ӗмӗр асӑнмалӑх тӑвать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8785 | Вырӑс чонӗ час токмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8786 | Вырӑс юрласан ҫумӑр пулать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8787 | Вырӑс яшки вырӑн тупать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8788 | Вырӑса курсан — вӑрмана, кашкӑра курсан — катана. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8789 | Вырӑса пичче ту, тутара юлташ ту. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8790 | Вырӑса тус ту, тутара кунтӑк ту. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8791 | Вырӑса хирӗҫ ҫӑкӑрпа, тутара курсан — ҫырмана. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8792 | Вырӑса ятна ан кала, тутара килне ан кӑтарт. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8793 | Вырӑсӑн — им, чӑвашӑн — юм. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8794 | Вырӑсӑн пуртти икӗ майӗпе те касать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8795 | Вырӑсӗ вӑрман касать, турпасӗ кӑмпа татать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8796 | Вырӑсла пӗлместӗп, чӑвашла маннӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8797 | Вырӑсла ҫын урӑхла. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |